Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Йӗпреҫ районӗ

Культура

Чӑваш Енри культура отраслӗнче тӑрӑшакан тата тепӗр икӗ ҫын тава тивӗҫлӗ ята илнӗ.

«Культура енӗпе нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» Йӗпреҫ районӗнчи Тӗп вулавӑш тытӑмӗнчи информаци центрӗн заведующине Елена Ивановӑна тата Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн директорӗн ҫумне Валентина Яковлевӑна чыслама йышӑннӑ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене ҫӗнӗ 12 шкул автобусӗ илсе килнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.

Автобуссене округсене те ӑсатӗҫ: Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне тӑрӑхӗсене. Ҫавӑн пекех Шупашкарти тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен центрне те автобус парӗҫ.

Ҫӗнӗ автобуссенче ГЛОНАСС, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххисем, маяк пур. Палӑртса хӑварар: 9 автобуса – федераци хыснинчи, 3-шне республика хыснинчи укҫапа туяннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/8011
 

Ял пурнӑҫӗ

Йӗпреҫ округӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакан Николай Квасов кил-ҫуртне юмахри пек илемлетсе лартнӑ. Вӑл аякранах курӑнса, иртен-ҫӳрене илӗртсе ларать.

83 ҫулти Николай Квасов ҫуртне йывӑҫран касса кӑларнӑ эрешсемпе хитрелетнӗ. Кашни детале хӑйӗн чунӗ витӗр кӑларнӑ вӑл. Кил хуҫи каланӑ тӑрӑх, иртен-ҫӳрен килӗ умӗнче чарӑнса тӑрать, сӑн ӳкерӗнет.

Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ Вероника Павлова сюжет ӳкернӗ. Тӗплӗнрех паллашма пултаратӑр: https://vk.com/chuvash_selo?w=wall-163599942_12634.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12634
 

Культура
Ксения Кошелева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Ксения Кошелева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри ӳнерҫӗ Ксения Кошелева Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ открыткӑсен серине хатӗрленӗ. Унта вӑл чӑваш колоритне кӗртнӗ.

Ксения каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн ачалӑхӗнчи открыткӑсене тӗпе хунӑ. Вӗсем чӑннипех те Совет Союзӗнчи открыткӑсене аса илтереҫҫӗ.

Палӑртмалла: Ксения Кошелева чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ открыткӑсем хатӗрлет. Хальхи вӑхӑтра ҫамрӑк ӳнерҫӗ Мускавра пурӑнать. Хӑй Йӗпреҫ округӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18618
 

Республикӑра
freepik.com сайтри сӑн
freepik.com сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи икӗ тӑван ултавҫӑсен аллине лекнӗ.

45 ҫулти арҫына аферистсем ҫуллах улталанӑ, инвестицие укҫа хывма сӗннӗ. Ҫапла вӑл палламан ҫынна 1,7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ.

Нумаях пулмасть ун патне каллех шӑнкӑравланӑ, укҫана тавӑрса пама шантарнӑ. Анчах ку ӗҫе кредитпа ҫыхланман ҫынна явӑҫтармалла-мӗн. Арҫын тӑванне явӑҫтарнӑ. Ҫапла лешӗ 1,5 миллион ытла тенкӗ ҫухатнӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Кӗлӗмкассинче пурӑнакан Геннадий Федоровичпа Галина Степановна Гавриловсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем Йӗпреҫре иртнӗ Акатуйра паллашнӑ. Ун чухне вӗсем тӗрлӗ хор ушкӑнӗнче юрланӑ, Акатуйра коллективсем тупӑшнӑ.

Пӗрлешсен вӗсем виҫӗ ача, ҫуратса ӳстернӗ, вӗсем 5 мӑнук парнеленӗ. Ҫамрӑк чухне Галинӑпа Геннадий общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ. Пӗрле хор ушкӑнӗпе тӗрлӗ ял тӑрӑх та ҫӳренӗ вӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12115
 

Республикӑра
oren.mk.ru сайтри сӑн
oren.mk.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнче 52 ҫулти хӗрарӑм кӳршӗ ялти туя ӗлкӗрес тесе велосипед вӑрланӑ. Анчах вӑл унта пурпӗрех ҫитеймен.

Ҫурлан 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӑл Ленино поселокӗнчи пӗр ҫурт умӗнче тӑракан велосипеда вӑрланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл унпа кӳршӗ ялти туя кайма тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче велосипед ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ, хӗрарӑм ӑна ҫырмана пенӗ. Кайран кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑран вӑл каялла таврӑннӑ.

Суд хӗрарӑма 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/4880
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Эконом ялӗнче канмалли питӗ илемлӗ вырӑн пур. Вӑл - «Хӑтлӑ картиш».

Ӑна Валентинӑпа Юрий Русковсем хута янӑ. Кунашкал кану вырӑнӗ пирки вӗсем тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Кивӗ фермӑна туянсан ӗмӗтне пурнӑҫлама тытӑннӑ.

Халӗ унта - мунча, икӗ хӑна ҫурчӗ, банкет залӗ тата пулӑ тытмалли пӗве. Русковсем экзотикӑллӑ чӗрчунсен зоопаркне уҫасшӑн. Хальлӗхе уна понисем, чӑхсем, кӑрккасем пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17435
 

Ҫул-йӗр
catcher.fish сайтри сӑн
catcher.fish сайтри сӑн

Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнче Кире юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсаса пӗтернӗ. Ӑна «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тунӑ.

Кӗпер ҫине плита хунӑ, гидроизоляцие улӑштарнӑ, ҫӗнӗ хӳтӗлев сийӗ тунӑ, диформациленнӗ ҫӗвӗсене ҫӗнетнӗ.

Кунсӑр пуҫне кӗперпе ҫӳреме хӑрушсӑр пултӑр тесе перилӑсем лартнӑ.

 

Вӗренӳ
alikovo.ucoz.ru сайтри сӑн
alikovo.ucoz.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри 8 шкул вӗренӳ тытӑмӗнчи инноваци пултарулӑхне аталантарма 500 пин тенкӗлӗх грант илӗ. Кунашкал гранта ҫулсеренех параҫҫӗ.

Кӑҫал ку укҫана Шупашкрати 65-мӗш тата 47-мӗш шкулсем, Шупашкарти 1-мӗш гимнази, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул тивӗҫнӗ.

Чӑвашла вӗрентес чи лайӑх практикӑшӑн Ҫӗмӗрле округӗнчи Хутар шкулӗ, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫ округӗнчи Пучинке шкулӗ грант илнӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 65
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та